Виктор Чугаров кинорежиссёрпа тĕл пулу иртрĕ

25.02.2022

Паян Сухайкасси тĕп шкулĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен эрнине халалласа Виктор Чугаров кинорежиссёрпа тата Григорьева Галина Михайловна (Айпике) Чăваш обществăпа культура центрĕн пресс-секретарĕпе тĕлпулу иртрĕ. Малтанах Галина Михайловна шкул ачисене чăвашсен несĕлĕсем çинчен каласа пачĕ, мăн асаттесен ырă йăли-йĕркисене аса илтерчĕ. Чăваш чĕлхи пăлхар йăхĕсен авалтан упранса юлнă  пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхи пулнине палăртрĕ.

Виктор Чугаров 7-9 классенче вĕренекенсене «Чăваш чĕлхи» документаллă фильмпа паллаштарчĕ. Асăннă фильмра Парижра тата Берлинра пурăнакан чăвашсем инçетре те тăван чĕлхене манманни çинчен каланă. Вĕсем тăван ене асра тытса чăваш кĕнекисене вулаççĕ иккен, ачисене чăвашла калаçма вĕрентеççĕ, чăвашсен юрри-сăввипе паллаштараççĕ.

Фильмра Чăваш енĕн паллă юрăçисен пултарулăхĕпе паллаштарни те пулчĕ.
Фильм вĕрентекенсемпе вĕренекенсен кăмăлне кайрĕ. Кашниех тăван чăваш чĕлхине упраса хăварасси çамрăк ăруран килнине ăша хыврĕ.

Виктор Чугаров фильма курса пĕтерсен панă ыйтусем çине тĕрĕс хуравлакана асăнмалăх парне пачĕ.

Авторĕ Иванова В.М.Хочу такой сайт

Просмотров всего: , сегодня:

Рейтинг: . Оценили: .

Дата создания: 26.02.2022

Дата обновления: 26.02.2022

Дата публикации: 25.02.2022

Наверх
На сайте используются файлы cookie. Продолжая использование сайта, вы соглашаетесь на обработку своих персональных данных (согласие). Подробности об обработке ваших данных — в политике конфиденциальности.

Методические разработки педагогов

Функционал «Мастер заполнения» недоступен с мобильных устройств.
Пожалуйста, воспользуйтесь персональным компьютером для редактирования информации в «Мастере заполнения».