«Чăваш чĕлхи – халăх мулĕ» класс сехечĕ

21.02.2022

Паян – Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ.  Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ.

Тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртни Бангладеш тӗп хулинче, Даккере, 1952 ҫулта тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, хӑйсен чӗлхине ҫӗр-шывӑн патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ студентсене полицейскисем персе вӗлернине асра тытнипе ҫыхӑннӑ.

Эпир те паян Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунне халалласа 8-мĕш класра вĕренекенсемпе «Чăваш чĕлхи – халăх мулĕ» класс сехечĕ ирттертĕмĕр. Шкул ачисем тăван чăваш чĕлхипе çыхăннă презентаципе паллашнă май пирĕн мăн асаттесен ламран лама, йăхран йăха куçса паянччен упраннă чĕлхе чăннипех те халăхăн пуянлăхĕ пулнине палăртрĕç. «Эпир те мăн асаттемĕрсен ятне ярар мар – тăван чĕлхене манар мар. Тӑван чĕлхе пуянлӑхĕшĕн, унӑн тасалӑхĕпе илемĕшĕн, пуласлӑхĕшĕн тӑрӑшар»,- тесе пĕр шухăшлă пулса вĕçлерĕмĕр паянхи класс сехетне.

Авторĕ: Иванова В.М.Хочу такой сайт

Просмотров всего: , сегодня:

Рейтинг: . Оценили: .

Дата создания: 24.02.2022

Дата обновления: 24.02.2022

Дата публикации: 21.02.2022

Наверх
На сайте используются файлы cookie. Продолжая использование сайта, вы соглашаетесь на обработку своих персональных данных (согласие). Подробности об обработке ваших данных — в политике конфиденциальности.

Методические разработки педагогов

Функционал «Мастер заполнения» недоступен с мобильных устройств.
Пожалуйста, воспользуйтесь персональным компьютером для редактирования информации в «Мастере заполнения».